Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветеран кĕнеке кăларнă

Вĕрентекен çулталăкне вĕçленĕ май «Юратнă вĕрентекенĕмĕр» ятлă чăвашла кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Унта Леонид Михайлов педагог-ветеранăн статйисем кĕнĕ. Кĕнекери материалсем районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатра пичетленнĕ пулнă. Районти шкулсенчи вĕрентекенсем ачасене мĕнле ăс пани тата воспитани кÿнине çырса кăтартни тĕп вырăн йышăнать. Кĕнекепе электронлă майпа вĕрентÿ, социаллă аталану, тата çамрăксен политикипе спорт управленийĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Л.М.Михайлов Асамат ялĕнче 1927 çулта çуралнă. 1945 çулта Элĕк шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Хыççăн Леонид Михайлович Элĕк шкулĕнче истори предметне вĕрентнĕ, директорăн çумĕнче ĕçленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2010
00:00
Поделиться
;