Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи пултаруллисем савăнчĕç

Çĕнĕ çул елки – ачасемшĕн чи кĕтнĕ уяв. Район администрацийĕн пуçлăхĕн елкине лекесси – кашнин ĕмĕт-тĕллевĕ.

2010 çул вĕçленес умĕн Элĕк шкулĕнче вырнаçтарса лартнă чăрăш тавра районти 65 ача пухăнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕренÿре палăрса, пултарулăх конкурсĕсенче тата спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерсе çак чыса тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев вĕренекенсене ăшшăн саламларĕ, çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

– Сирĕнте пысăк шанчăк, – терĕ Леонид Анатольевич. Тĕрлĕ шкулсенчен пуçтарăннă ачасем симĕс чăрăш тавра юрласа ташларĕç. Хĕл Мучипе Юр пике, юмахсенчи тĕрлĕ сăнар кашнине тыткăна илчĕç. Уява пухăннисем çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен тутлă кучченеçсем илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 января 2011
00:00
Поделиться
;