Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Коллектив конкурсра палăрнă

Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ «Колосок» ача-пăча сачĕ Пĕтĕм Раççейри «Ача-сачĕ – ачасене» конкурсра хутшăннă. Усси пулнах. Тавăтсем «Чи лайăх педагогика коллективĕ» номинацире диплом çĕнсе илнĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ Тавăтри ача-пăча сачĕн коллективне Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса диплом çĕнсе илнĕшĕн ăшшăн тав тунă. Çавăн пекех ку ача-пăча садĕнчи Лариса Петрова воспитателе конкурсра активлă хутшăннăшăн ăшшăн саламланă, ĕçре ăнăçу суннă.

Мĕнех калăн, конкурсра палăрасси пысăк çитĕнÿ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 января 2011
00:00
Поделиться
;