Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çыннисем кредитпа усă кураççĕ

Иртнĕ çулта район территорийĕнчи килти хушма хуçалăхсем 3128,8 тонна аш-какай тата 20726,9 тонна сĕт туса илнĕ.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенче 8264 пуç выльăх шутланса тăни паллă. Ĕнесем – 4877 пуç, сыснасем – 656, сурăхсем – 9119.

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе ял çыннисем активлă, хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма çăмăллăх кредичĕсемпе усă кураççĕ. 2010 çулта районĕпе пурĕ 31 миллион та 910 пин тенкĕлĕх 255 кредит илнĕ.

Çак укçана техника туянас, выльăх картисене реконструкцилес тата çĕнĕрен купалас, продуктивлă выльăх-чĕрлĕх туянас ĕçе тăкакланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 января 2011
00:00
Поделиться
;