Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье чăмăртаççĕ, ачаллă пулаççĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2010 çулхи вун икĕ уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çул районта 203 ача çуралнă. 2009 çулта вара 226 ача çут тĕнчене килнĕ пулнă. Пĕрремĕш шăпăрлан 77 çемьене килнĕ.

2010 çулта пурĕ 409 çын çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă: 214 арçынпа 195 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 60 çул, хĕрарăмсен – 76 çул.

Иртнĕ çул районта 118 çемье чăмăртаннă. Танлаштарма: 2009 çулта 97 пулнă. 2010 çулта уйрăлакансен йышĕ чакни те савăнтарать – 35. Унчченхи çул ытларах пулнă. Пуринчен те ытларах 18-24 çулхи хĕрсемпе каччăсем çырăнни паллă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2011
00:00
Поделиться
;