Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕркене пăсасси чакса пырать

Иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче 198 преступление регистрациленĕ. Çакă 2009 çулхинчен 12,8 процент сахалтарах, çав çул 227 преступление шута илнĕ.

Пĕлтĕр уйрăмах йывăр 3 преступлени тунине тупса палăртнă, виçĕмçул ун пеккисем 2 пулнă. Йывăр преступленисем 16,3 процентран 14,6 процента çити чакнă. Шел пулин те, вăтам шутланакан преступленисен шучĕ кăштах ÿснĕ: иртнĕ çул – 52, виçĕмçул – 50. Çăмăлтарах преступленисем пĕлтĕр 114 пулнă, 2009 çулта – 138.

Виçĕмçул ют пурлăха вăрланă 89 тĕслĕхе шута илнĕ, 2010 çулта – 72. Хваттерсене (кил-çуртсене) кĕрсе çаратни 11 хутчен пулнă.

Экономика преступленийĕсем виçĕмçул 43 пулнă пулсан, иртнĕ çул – 40. Пĕлтĕр те, виçĕмçул та çын вĕлернĕ 1-ер тĕслĕхе тупса палăртнă, çаратни-вăрлани 2009 çулта – 7, 2010 çулта 4 тĕслĕх пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 января 2011
00:00
Поделиться
;