Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ

Иртнĕ çулта район администрацийĕнче граждансенчен килнĕ 1078 çырăва пăхса тухнă. Çынсене чылай чухне пурăнмалли çурт-йĕр, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Çавăн пекех район администрацине килнĕ çырусенчен ытларахăшĕ кил-çурт, суту-илÿ çурчĕсем лартма, килти хушма хуçалăха аталантарма çĕр ыйтса çырнисем тĕл пулаççĕ. Паянхи пурнăçра вĕсем чи çивĕч ыйтусем шутланаççĕ. Район администрацийĕнче граждансенчен килнĕ пур ыйтăва та пăхса тухнă. Вĕсенчен 119-шне ăнлантарса панă, 957 çыннăн ыйтăвĕсене пурнăçланă, 2 çынна хирĕçленĕ. Иртнĕ çулта район администрацийĕн пуçлăхĕ патне 36 çын килнĕ. Вĕсенчен 35 çынна ăнлантарнă пулсан, пĕрин ыйтăвне тивĕçтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 января 2011
00:00
Поделиться
;