Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç укçисĕр пурăнаймăн

2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçийĕ 6182 тенкĕпе танлашать. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 110,2 процент ÿснине пĕлтерет. Хăш-пĕр хуçалăхсенче тата пысăкрах. Тĕслĕхрен, «Новый путь» хуçалăхра ĕçлекенсем уйăхне вăтамран 7155 тенкĕ илеççĕ. «Витязь» обществăпа (3639 тенкĕ), Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра чи пĕчĕк ĕç укçи шутланать.

2011 çул пуçламăшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен хисепĕ 368 çын, вĕсенчен 208 çын (56,5 процент) «Новый путь» хуçалăхра вăй хуракансем.

2010 çулта пĕтĕмĕшле фонд шутласа панă ĕç укçи 27,3 миллионпа танлашать. Ку вăл, 2009 çулхипе танлаштарсан, 14,6 процент сахалрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2011
00:00
Поделиться
;