Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх пулăшать

Ялсенче пурăнакансем юлашки вăхăтра патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вĕсем кредитсем илеççĕ те харпăр хăй хуçалăхне аталантараççĕ. Акă, иртнĕ çул ялта пурăнакан 306 çынна 37730 пин тенкĕлĕх кивçен укçапа тивĕçтернĕ.

Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа пурĕ 269 миллион та 348 пин тенкĕлĕх 2102 кредит панă. Çапла вара патшалăх пулăшăвĕпе харпăр хăй хуçалăхне тытакансен 23,6 проценчĕ усă курнă. Патшалăх кредичĕсене пуринчен ытларах Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем илнĕ. Кунти 61 заемщик 7636 пин тенкĕлĕх кивçен укçапа усă курнă. Кредитсене çавăн пекех Тавăт ял тăрăхĕнче 5409 пин тенкĕлĕх (41 çын) , Шĕмшеш ял тăрăхĕнче 4998 пин тенкĕлĕх (38 кредит), Ехремкасси ял тăрăхĕнче те çавăн чухлĕ çын 4115 пин тенкĕлĕх «майланă».



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2011
00:00
Поделиться
;