Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрататăп сана, Раççей!

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче патриотла юрăсен «Юрататăп сана, Раççей» фестиваль иртнĕ. «Пĕччен юрлакан юрăçсем» номинацире Элĕк шкулĕнчи Анжела Васильева çĕнтернĕ. Вăл «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» юрра питех те çĕкленÿллĕн юрласа кăтартнă. «Манăн Раççейĕм» юрра юрласа, Элĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренекен Виктория Трофимова иккĕмĕш вырăна тухнă. Чăваш Сурăм тата Вутлан шкулĕсенчи Анжела Ефимовăпа Елена Капитонова – виççĕмĕшсем.

«Ансамбльсем» номинацире Шĕмшеш шкулĕнчен килнĕ ансамбль пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Элĕкри ачасен искусство шкулĕн «Хунав» вокал ансамблĕ, виççĕмĕшĕнче – Мăн Вылă шкулĕнчи «Мерчен» вокал ансамблĕ.

«Чи лайăх автор юрри» номинацире Шĕмшеш шкулĕнчи Виктория Платоновăна çитекенни пулман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2011
00:00
Поделиться
;