Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялсене ăста кадрсем кирлĕ

Район администрацийĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕпе тачă çыхăну тытать. Çак кунсенче асăннă академи студенчĕсем Элĕк Енри хуçалăхсенче пулнă. 4-5-мĕш курссенче вĕренекенсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев салам сăмахĕ каланă. Леонид Анатольевич çакна палăртнă: Элĕк районĕ – ял хуçалăх районĕ, ку тăрăхра халĕ выльăх-чĕрлĕх витисем тăваççĕ, усăсăр выртнă çĕрсене ĕçе кĕртеççĕ, акмалли лаптăксем пысăкланаççĕ. Паянхи вăхăтра ялсене ăста кадрсем ытларах та ытларах кирлĕ.

Студентсене «Новый путь», «Звезда» ял хуçалăхсен ертÿçисем Иван Игнатьевпа Валерий Константинов тата Янкурасри Владимир Журавлев фермер хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх çинчен каласа панă.

Тĕл пулура студентсем хуçалăхсен ертÿçисене те, район администрацийĕн пуçлăхне те чылай ыйтусем панă. Ыйтусене пурне те туллин хуравланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 марта 2011
00:00
Поделиться
;