Икĕ уйăхра вăтăр пĕр пепке çуралнă
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи икĕ уйăхра 31 ача çуралнине шута илнĕ (2010 çулта –29). Вĕсенчен 15-ĕшĕ – арçын ачасем, 16-шĕ – хĕр ачасем.
Пĕрремĕш ача 11 çемьене, иккĕмĕш – 13 килте, виççĕмĕш ача – 4 çемьере, тăваттăмĕш – 3 çемьене килнĕ.
2011 çулхи икĕ уйăхра районта 55 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă (2010-мĕш çулхипе танлаштарсан, 11 çын сахалрах). Вĕсенчен 16-шĕ – арçынсем тата 39-шĕ – хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 68 çул, хĕрарăмсен – 74 çул.
Мăшăрланакансен хисепĕ ÿснĕ: кăçал 17 çемье чăмăртаннă (пĕлтĕр –13). Çемье çавăрас шутлисем 18-24 çулсенчи çамрăксем пулни палăрнă. Шел пулин те, вун икĕ çемье арканнă. Иртнĕ çулхи икĕ уйăхпа танлаштарсан, 8 çемье ытларах.