Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем поэтпа тĕл пулчĕç

Раççейре ачасемпе çамрăксен «Салам, кĕнеке!» эрни пырать. Çав ятпа районти тĕп вулавăшра Элĕкри вăтам шкулти 8 «б» класра вĕренекенсем Людмила Селиванова поэтессăпа тĕл пулчĕç. Мероприятие вулавăш директорĕ Р.Гордеева уçрĕ, поэтессăпа паллаштарчĕ. Л.Селиванова Вятка юхан шывĕ хĕрринчи Мамадыш хулин Заошма Слобода хутлăхĕнче çуралнă. Хăй вăл – физика преподавателĕ, Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Физиксем вĕсем – лириксем вĕт-ха. Вăт, 2009 çулта Людмила «Чечеклĕ сăрт хĕрри» («Цветной косогор») ятлă пĕрремĕш кĕнекине кăларать.

Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри ыйту çине ыйту пачĕç: ăçтан тупăнаççĕ темăсем, еплерех майпа поэзи çулĕ çине тăнă, мĕн хавхалантарать сăвă хайлама; Людмила Ивановна пур ыйтусене те кăмăлтанах хуравларĕ. Тĕл пулура автор хĕрарăмсене халалланă «Манăн та телейлĕ пулма ирĕк пур» кĕнекипе паллаштарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 марта 2011
00:00
Поделиться