Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чернобылецсене – пысăк тимлĕх

Районти тĕп больницăра Чернобыль атом электростанцийĕнчи 1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулса тухнă аварие сирме хутшăннисене сывлăх тĕлĕшĕнчен пăхса тăма ятарлă план туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра регистрацинче 14 çын тата вĕсен 9 ачи шутра тăрать. Вĕсене çулсеренех диспансеризацилеççĕ (сывлăхне тĕрĕслеççĕ), районти тĕп больницăра тата республикăри клиника больницинче ( ку вăл – вăрçă ветеранĕсен госпиталĕ) сиплеççĕ.

Чернобыль аварийĕ пулнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитет. Çак инкеке пÿлме хутшăннисене тата вĕсен ачисене тимлĕхсĕр хăвармасть районти тĕп больница. Паянхи куна вĕсенчен çуррине ытла диспансеризациленĕ, иккĕшне стационарта сипленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 марта 2011
00:00
Поделиться