Хваттер хуçисен – савăнăç
Район центрĕнче Советски тата Октябрь урамĕсенче тин кăна илемлĕ те капмар çĕнĕ çуртсем çĕкленсе ларчĕç. Вĕсене кивĕ, ишĕлсе анма пуçланă çурт-йĕрте пурăнакансене хваттерпе (çурт-йĕрпе) тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн туса лартнă. Ку çуртсенчи строительство ĕçĕсене пурнăçлаканĕ – «Строймонтаж» подряд организацийĕ.
Хваттерсен хуçисене çак кунсенче район администрацине чĕнсе илсе савăнăçлă лару-тăрура уçăсем тыттарнă. Телейлĕ те савăнăçлă çынсене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Куликов, «Строймонтаж» пĕрлешÿ директорĕ А.Мясоутов ăшшăн саламланă. Çăра уççине алăра пăчăртаса тытнă май, Елена Иванова республика тата район ертÿçисене чĕререн тав тунă. Сăлтавĕ те çук мар: хваттерсене шыв ăшши те, сивви те пырса тăрать, канализаци ĕçлет, стенасене ку чухнехи обойсемпе çыпăçтарнă.