Тăрăшни сая кайман
Çĕмĕрле хулинчи виççĕмĕш номерлĕ шкулта географие вĕрентекенсен республикăри фестивальне Чăваш Енри хуласемпе районсенчи 29 географ-учительсем хутшăннă. Фестивале йĕркелекенсем – географи учителĕсен ассоциацийĕ (ертÿçи – Г.Пякшина) тата хамăр республикăри вĕрентÿ институчĕн кафедри (унăн заведующийĕ – Н.Борисова).
Професси ăсталăхне 5 номинаципе кăтартнă. Чи пултарулли те, чи маттурри – Элĕк шкулĕн вĕрентекенĕ Людмила Петрикова. Конкурсра вăл «Çамрăк геолог» программăна тăратнă. «Методика ĕçĕсене хатĕрленĕшĕн» номинацире çĕнтернĕ. Пысăк парнене те тивĕçнĕ Людмила Иосифовна – «Ника» статуэткăна илме пултарнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета