Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавралăха – тирпей-илем

Элĕк районĕнче юлашки çулсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе чылай вăй хураççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 6-мĕшĕччен районта ку енĕпе уйăхлăх ирттерме йышăннă. Çак тапхăрта урамсемпе кил-çурт таврашĕсене, парксемпе çул хĕррисене, çăвасене тирпейлеме палăртнă.

Çак ĕçсене йĕркелеме тата тĕрĕслесе тăма ятарлă комисси туса хунă. Кашни эрне кунах район территорине тирпей-илем кĕртессипе пĕрлехи мероприяти иртĕ. Çак ĕçе вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем йĕркелĕç. Уйăхлăха предприятисемпе учрежденисем кăна мар, шкул ачисемпе территорире пурăнакансем те хастар хутшăнĕç. Район пуçлăхĕн йышăнăвне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме кашни эрнерех рейдсем ирттерĕç.



"Хыпар"
06 апреля 2011
00:00
Поделиться