Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аллăмĕш ача çуралнă

Çемьере ача çурални – пысăк телей, çав хушăрах яваплăхĕ те сахал мар.

Çак кунсенче Тавăтри Никандровсен килне телей килсе çитнĕ. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ирина Владимировнăпа Алексей Николаевичăн хĕр ача çуралнă, ăна Анжелика илемлĕ ят панă.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тепĕр гражданинне регистрациленĕ. Ку вăл – кăçалхи 50-мĕш пепке.

Анжелика - Никандровсен иккĕмĕш ачи. Вĕсен Софья ятлă чиперкке те пур. Халĕ, акă, иккĕмĕш ача килнĕ те, ашшĕпе амăшĕ шутсăр телейлĕ те савăнăçлă, кунпа пĕрлех яваплăхĕ те пысăк. Çакна та каламалла: иртнĕ çул пирĕн районта 50-мĕш ача ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 203 пепкене регистрациленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 апреля 2011
00:00
Поделиться