Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермер хуçалăхĕсен ĕçĕпе паллашнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев, çур акине хатĕрленессипе ĕçсем епле пынипе паллашас тĕллевпе, кулленех хуçалăхсенче пулать. Вăл анчахрах В.Н.Узянов тата Г.М.Исаев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕ.

Ку хуçалăхсен тĕп çул-йĕрĕ – çĕр улми туса илесси. Хальхи вăхăтра вăрлăх суйлассипе ĕçлеççĕ. В.Узяновăн хуçалăхĕнче çĕр улми 105 гектар лартма палăртнă. Пахчаçимĕçсем 9 гектар, тĕш тырă культурисем 160 гектар йышăнмалла. Г.Исаев хуçалăхĕнче «иккĕмĕш çăкăра» 250 гектар çинче ÿстерме шутлаççĕ, çуртрисене 150 гектар акасшăн. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклех кÿрсе килнĕ.

Леонид Читнаев хуçалăхсен ертÿçисемпе, ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă, ĕçе епле йĕркеленипе, ĕç укçи тÿлесси мĕнле пынипе паллашнă. Çĕр улми хранилищисене пăхса çÿренĕ, вырăнсенчи ĕç-хĕлпе кăмăллă пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 апреля 2011
00:00
Поделиться