Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăм ÿснĕ

Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне илсен, районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче талăкри пĕтĕмĕшле сăвăм 64949 килогрампа танлашнă. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 12712 килограмм, килти хуçалăхсенче 52237 килограмм сĕт суса илнĕ. Сĕт сăвасси, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 1454 килограмм ÿснĕ. Хуçалăхсенче талăкри сăвăм – 13,7 килограмм (2010 çулта – 14,1 килограмм). Чи пысăк кăтартусем – «Новый путь» (20,2), Ульянов ячĕллĕ (15,7), «Алмаз» (13,0) хуçалăхсен.

Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт таварлăхĕ – 63 процент, çав шутран килти хуçалăхсенче – 57, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче – 92,5 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 апреля 2011
00:00
Поделиться