Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк усламран- пысăк тупăш

Пĕчĕк тата вăтам услампа ĕçлекенсем район экономикине аталантарас ĕçре паллă вырăн йышăнаççĕ, вĕсем рынока таварсем парса тăраççĕ, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районти ĕçлекен çынсен 29,9 проценчĕ пĕчĕк бизнесра вăй хурать.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕчĕк услам сферинче 922 çын тăрăшнă. Вĕсенчен 431-шĕ – пĕчĕк предприятисенче, çав шутран 146-шĕ – хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, харпăр хăй предпринимательсем- 491 çын.

Паянхи кун пĕчĕк тата вăтам услампа ĕçлекен 55 предприяти шутланать, çав шутран 7-шĕ – хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Фермер хуçалăхĕсене шутламасан, пĕчĕк предприятисем 17,4 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă тата пулăшу ĕçĕсем туса панă.

Пĕчĕк услам кăçалхи 3 уйăхра налук шучĕпе район бюджетне 190 пин тенкĕ укçа хывнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 апреля 2011
00:00
Поделиться