Тирпей- илем ыйтăвĕсем малта
Пирĕн районта черетлĕ Информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П. Мидуков, РФ суд приставĕсен Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи А.Ю.Иванов, ЧР Юстиции министрĕн çумĕ Г.В.Чернова пулчĕç.
Района килнĕ Информаци ушкăнĕсем Йăлкăш, Тени,Питĕшкасси, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсене çитрĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çуме В.Мидуковпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Пирвайхи тĕлпулу Шĕмшеш шкулĕнче иртрĕ. Кунта В.Мидуковпа Л.Читнаев информаци кунĕнчи пĕтĕм ыйтусене ăнлантарса пачĕç. Чи çивĕч ыйту-тавралăха тирпей-илем кÿресси. Ку ĕçе педагогсен те, вĕренекенсен те, ялта пурăнакансен те хастаррăн хутшăнмалла. В.Мидуков çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене еплерех пулăшу памалли çинчен те каласа пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев пысăк йышлă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Леонид Анатольевич çавăн пекех районăн социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнлерех аталанса пынипе паллаштарчĕ, унăн пуласлăхĕ çинчен каласа пачĕ.
Кун хыççăн информаци ушкăнĕ Шĕмшешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕ, çавăн пекех ялти 18 хваттерлĕ пурăнмалли çурта тĕпрен юсас ĕçсем еплерех пынипе паллашрĕ.
Район пуçлăхĕ В.Дубинин, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев тата ЧР суд приставĕсен управленийĕн ертÿçи А.Ю.Иванов Юнтапа ял тăрăхĕнче пулчĕç.