Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç-хĕле космонавтикăна халалланă

Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Орлята» патриотла клуб (ертÿçи А.Судман) членĕсем космоса тĕпчес ĕçе халалланă районти çынсене тупса палăртассипе шырав ĕçĕсем ирттерчĕç. Ку пархатарлă ĕç ахальлĕнех пулмарĕ: Элĕк Енре пурнăçне космонавтикăпа çыхăнтарнă çын пурри курăнчĕ. Ку – Петр Григорьевич Григорьев.

Клуб членĕсем П.Григорьевпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Çавна май аллине пĕлĕте «перĕнтернĕ» çын çинчен интереслине нумай пĕлчĕç. Петр Григорьевич пĕрремĕш космонавтпа Ю.Гагаринпа, чăваш «ăмăрт кайăкĕпе» А.Николаевпа, пĕрремĕш хĕрарăм-космонавтпа В.Терешковăпа тата ытти ĕçтешĕсемпе тĕл пулни çинчен хаваспах каласа пачĕ.

Петр Григорьев 1939 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Кураккасси ялĕнче çуралнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 апреля 2011
00:00
Поделиться
;