Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурне те пĕлеççĕ, пурне те пултараççĕ

Кăçал «2011 çулхи чи лайăх вĕренекен» конкурс икĕ тапхăрпа пулнă. Унта 26 вĕренекен хутшăннă.

Анчахрах вара конкурсантсем Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Пурне те пĕлетĕп, пурне те пултаратăп» ятпа презентаци ирттернĕ. Çавăнта хутшăнса ачасем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне пур енлĕн кăтартнă.

Элĕк шкулĕнчи 10-мĕш класри Юлия Семенова «2011 çулхи чи лайăх вĕренекен» пулса тăнă. Тавăт шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Елена Герасимова «Хăвăртрах, вăйлăрах, çÿлерех» номинацире, Элĕк шкулĕнчи Егор Григорьев «Чĕрĕ энциклопеди», Мăн Вылă шкулĕнчи 10-мĕш класри Раиса Моисеева «Ăста алăсем», Карачура шкулĕнчи Павел Григорьев «Хавхалану», Чăваш Сурăм шкулĕнчи 6-мĕш класри Александр Васильев «Тухăç çăлтăрĕ», Шĕмшеш шкулĕнчи 10-мĕш класри Виктория Платонова «Асамлă калем» номинацире çĕнтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 апреля 2011
00:00
Поделиться
;