Çулталăк ертÿçĕ ĕçĕнче
2011 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче Леонид Анатольевич Читнаев район администрацииĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитрĕ. Çулĕ çăмăлах килмерĕ пулин те пирвайхи ÿсĕмсем пурри яр-уççăнах палăртать.
Элĕк Ен- хуçалăх районĕ. Ял хуçалăх отрасльне аталантарасси- хальхи тĕп задача. 2010 çулта сурăх ĕрчетессине аталантарма «никĕс» хывса хăварнă. «Золотое руно» агрофирма» общество Ураскилт салинче сурăхсем ферма çурчĕсене юсанă. Сентябрь уйăхĕнче кунта Эдильбаевски ăратлă сурăхсене 206 пуç илсе килнĕ. Вĕсене ĕрчетме организаци 5 миллион тенкĕ ытла хывнă. «Золотое руно» сурăхсен йышне 2014 çул тĕлне 4000 пуçа çитерме палăртнă.
Пĕлтĕр малтан усă курман 4005 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку енĕпе «Золотое руно» агрофирма» (499 гектар), «Новый путь» хуçалăх (325), Ю. Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ (267 гектар) «Правда» общество (206 гектар), уйрăмах лайăх ĕçлерĕç. Çĕрпе эффективлă усă курасси- хальхи тĕп тĕллев. Паянхи куна илсен, район территорийĕнче усă курман çĕрсем 7108 гектар таранах шутланаççĕ. Вĕсене ĕçе кĕртнĕ çĕрте ĕçлекенсене хавхалантарма пурнăçланă ĕçсен тăкакĕн хакĕ 50 проценчĕ чухлĕ (республика тата вырăнти бюджетсенчен 25-шер процент) субсидии уйăрса параççĕ. Ахаль вытакан çĕрсене сухаласа çемçетме кăçал район бюджетне 2 миллион тенкĕ хывса хăварнă (пĕлтĕр- 2,4 миллион тенкĕ). Кăçал 7108 гектара ĕçе кĕртме тĕллев лартнă, çавна май хуçалăхсем тăрăх та план хатĕрленĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче выльăхсен йышне сыхласа хăварнă, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта продукци илессине ÿстернĕ. Пĕлтĕр «Новый путь» хуçалăхра 60 пуç валли пăрулаттармалли уйрăм, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 100 пуç валли пăрусен вити ĕçе кайнă. Кăçал Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 200 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу фермине туса пĕтерсе ĕçе ямалла. Татмăш ялĕнче 50 пуç ĕне выльăх, 50 пуç сысна, «Авангард» хуçалăхра 200 пуç ĕне усрама фермăсен çурчĕсене юсаса çĕнетмелле. «Новый путь» хуçалăхри Чăваш Сурăм ферминче 200 пуç пăру валли вите, Юлăш ферминче 1000 тонна кĕмелĕх сенаж траншейи тумалла. С. Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче 1000 тонна вали çĕрулми хранилищи çĕклеме палăртнă.
2010 çулта Тавăт тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем комплекслă компактлă çĕнетÿ енĕпе конкурса выляса илнĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн Тавăт ял тăрăхĕнче Тавăтри фельдшер пунктне (1203,6 пин) юсанă. Çавăн пекех Тавăтри вăтам шкулта чÿрече блокĕсене (2692,2 пин) улăштарнă. Элĕк-Кивĕ Атикасси-«Сăр»-Хирлеппуç (Хирлеппуç урамĕсем тăрăх) 0,666 километр (пĕрремĕш черет) (5994,0 пин) автомобиль çулĕсене тăвассипе ĕçленĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче Чăваш Сурăмĕнчи Культура çурчĕн (1119,4 пин), Мартынкассинчи фельдшер-акушер пункчĕн (1203,6 пин) çурчĕсене юсанă. Чăваш Сурăм шкулĕн çурчĕн тăррине (2692,2 пин) тĕпрен юсанă. Кăçал комплекслă компактлă çĕнетÿ енĕпе проектсене суйласа илессипе конкурса Элĕк ял тăрăхĕ (2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» ача сачĕн пÿлĕмĕсне юсассипе (967,49 пин), Элĕкри культурăпа кану центрĕн тăррине çĕнетессипе, Элĕкри тĕп больницăри реанимации уйрăмне (1610,4 пин) юсассипе, Ефремкасси ял тăрăхĕ (Вутлан шкулĕн çурчĕн тăррине (2401,3 пин) çĕнетессипе, Вутланти фельдшер-акушер пунктне (1610,4 пин) юсассипе, Шĕмшеш ял тăрăхĕ (Мăн Ямаш шкулĕн çурчĕн тăррине (2692,2 пин) çĕнетессипе, Шĕмшешри культура çуртне (1000 пин), Элеккенушкăньри фельдшер-акушер пунктне (1610,4 пин) юсассипе) хутшăннă.
Граждансе кивĕ, авариллĕ çурт-йĕртен куçармалли программăна пурнăçласа, Элĕк салинче виçĕ хутлă 9 хваттерлĕ икĕ çурт çĕкленĕ. 18 çемьене çĕнĕ, хăтлă хваттерсем панă. Хальхи вăхăтра Шĕмшеш салинчи нумай хваттерлĕ çурта çĕнетсе улăштарассипе ĕçсем пыраççĕ. Элĕк салинчи Чапаев урамĕнчи 15 хваттерлĕ çурта туса пĕтерсен япăх çурт-йĕртен куçарма кăçаллах планланă. Пĕлтĕр пĕвесене тасатассипе уйрăмах ăнăçлă ĕçлемме пуçланă. Шыв тăракан 12 вырăна 740 пин те 500 тенкĕлĕх юсанă, шахтлă çăлсене 870 пин те 650 тенкĕлĕх 12 тунă. Территорисене ешĕл сăн кĕртессипе 39 пин те 750 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ку енĕпе кăçал та ĕçсем малалла пыраççĕ. Çав тĕллевпе бюджета 600 пин тенкĕ хывса хăварнă. Этменти гидротехника сооруженине (5264,15 пин) (Шĕмшеш ял тăрăхĕ), Анаткас Сурăм ялĕ çывăхĕнчи эрозие хирĕçле плотинăна (2136 пин) (Юнтапа ял тăрăхĕ) юсассипе те ĕçсем пырĕç.
Çынсене ĕçмели таса шывпа тивĕçтерес тесе Ишпарайкка тата Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕсенече шыв пăрăхĕсене (водопровод) ĕçе ямалла. Çавна валли федерации тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă 5 миллион та 560 пин тенкĕпе усă курмалла.
Иртнĕ çул Юнтапа салинче пĕтĕмĕшле врач (çемье) практикин уйрăмĕ уçăлнă. Унта ку чухнехи медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă.
2011 çулхи плансенче – Элĕк салинчи бизнес- инкубаторăн административлă центрĕн вĕçленмен строительствине федерации, республика, вырăнти бюджетсен шучĕпе 43 миллион тенкĕлĕх реконструкцилесси (пĕрремĕш тапхăр). Сĕт заводĕнче сĕте тирпейлемелли линие ĕçе ярас задача тăрать. Элĕк салинчи бассейна проектлассипе ĕçе вĕçлемелле. Район центрĕнчи Цветочнăй тата Молодежнăй урамсенче çул тăвассипе вăй хумалла.