Пуласлăха пĕрле тăватпăр
«Çурхи ырăлăх эрни» Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ акцие кăçалхипе 15 хут йĕркелерĕç. Вăл «Хамăр пуласлăха эпир пĕрле тăватпăр» девизпа иртрĕ.
Хамăр пурăнакан çурт-йĕр тавра, урамра, çырмара выртакан тасамарлăха пуçтарни çак акцире палăртнă тĕллеве пурнăçланине çирĕплетрĕ.
Çурхи ырă ĕçсен эрнинчен районти казначейство ĕçченĕсем те аякра тăрса юлмарĕç. Элĕкри культурăпа кану паркне тасатнă çĕрте активлăх кăтартрĕç.
Казначейство çурчĕ умне тирпей-илем кĕртрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета