Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿ кунĕ- аслă уяв

Кашни çулах майăн 9-мĕшне юбилей вырăнне хурса уявлатпăр. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, çĕнтерÿçĕсене чыслама Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапама район çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Пурте пур: вăрçă ветеранĕсем те, ĕç коллективĕсем те, шкул ачисем те.

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитрĕ. Элĕк районĕнчи вăрçă хирне 9115 çын ăсаннă. Вĕсенчен 4567 çын каялла таврăннă. Хальхи вăхăтра районта 72 вăрçă ветеранĕ пурăнать.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Читнаев çапăçу хирĕнче тăван çĕршыва хÿтĕленĕ тата тылра вăй-халне шеллемен ентеш-паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнмаллине каларĕ, уявпа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков çапла каларĕ: «Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр. Эсир тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварса çĕнĕ ăрăва телей парнеленĕ. Эпир вăрçă хирĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнисене яланах асра тытăпăр.» Район пуçлăхĕ- депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин тата Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиатки      Т. Т.Сергеева ăшă сăмахсем каларĕç, ветерансене уявпа саламларĕç.

Хыççăн вăрçă темипе çыхăннă театрализациленĕ представлени пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсемпе пĕрлех ветерансен хорĕ тата садике çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.  Çамрăк армеецсемпе ĕç коллективĕсем ветерансем умĕпе утса иртрĕç.

Вăрçăра пуç хунă паттăрсене чысласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 мая 2011
00:00
Поделиться
;