Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Асăну аллейи уçрăмăр

Аслă Çĕнтерÿ тăвассишĕн вăрçă хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене, тылра вăй-хала шеллемесĕр ĕçленисене асăнса, Янкурас ялĕн çыннисем Çăва çутне йывăçсем лартрĕç. Çапла уçрăмăр Асăну аллейине. Ял-йыш иртнĕ çул Асăну Хăмине те уçнăччĕ. Ун умне те чăрăшсем лартрăмăр. Çамрăк хунавсене пĕтĕмпе 334 тĕм лартнине асăнма кăмăллă.

Ку ырă ĕçе йĕркелекенсем Юрий Васильевпа Юрий Ржанов пулчĕç. Хунавсене турттарса килессипе Радомир Митрофанов тăрăшулăх кăтартрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 мая 2011
00:00
Поделиться
;