Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нимĕç салтакĕсене хирĕç тăнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нихăçан та асран тухас çук.

Иван Николаев 1927 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тавăт ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Аслă вăрçă пуçлансанах ăна фронта илсе каяççĕ.  Çапăçусенче Ленинград хулине хÿтеленĕ çĕре хутшăнать. Кун хыççăн Польшăри çапăçусенче пулать. Нимĕç фашисчĕсен тĕп хулине штурмлама та хутшăнать ентешĕмĕр.

1946 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Николаев тăван килне кăкăр туллии наградăсемпе таврăнать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача пăхса ÿстернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 мая 2011
00:00
Поделиться
;