Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх коллективĕ ята тивĕçнĕ

Элĕкри культурăпа  кану  центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ 1994 çулта йĕркеленĕ. Коллектив кашни çулах репертуара çĕнетсе, пултарулăха ÿстерсе пырать, чăваш тата вырăс композиторĕсемпе халăх юррисене шăрантарать. В.Терентьев ертсе пыракан «Ветеран» хора çÿрекенсем – тĕрлĕ çулти çынсем, вĕсене музыкăна кăмăллани пĕрлештерсе тăрать. Вокал ушкăнĕсем, халăх инструменчĕсен ансамблĕпе уйрăм юрăçсем кашни концертрах куракансене тыткăнлаççĕ.

Юлашки вăхăтра коллективăн ăсталăхĕ палăртмаллах ÿсрĕ.  Элĕк тăрăхĕнче хорăн ячĕ-сумĕ анлă сарăлнă. Вĕсен тĕслĕхĕ çамрăксене музыкăна юратма, юрă-ташă пултарулăхне аталантарма çул уçса парать. Районти культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ветерансен хорне «Халăх коллективĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.



"Хыпар"
12 мая 2011
00:00
Поделиться
;