Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿçĕ «Орленокра» канĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарта «Букварьтен-илемлĕ литературăна çити» 14 Республика конкурсĕ иртрĕ. Çак мероприятие И.Я. Яковлева тата чăваш чĕлхи кунне халалланă. Мăн Выл шкулĕнче 7 класра вĕренекен Инесса Шашкинăпа 11 класра ёс пухакан Лена Шленская та конкурсра палăрчĕç. Республикăри 70 ытла çамрăк хăйсене тĕрĕслерĕç. Е. Шленская «Проза» номинацире 2-мĕш вырăна тухрĕ, И.Шашкина «Поэзи» номинацире 1-мĕш вырăн тата тĕп парне «Орленок» лагере каймалли путевка çĕнсе илчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2011
00:00
Поделиться
;