Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи ĕçсемпе паллашнă.

Районта Чăваш Республикинчи тĕрлĕ йышши техникăна пăхса-тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Павлович Димитриев  пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Читнаевпа пĕрле вĕсем «Алмаз», «Звезда» тата Никифоров фермерăн хуçалăхĕсене çитнĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. «Алмаз» хуçалăхра механизаторсем çурхи тĕш  тырăсене  акса пĕтереççĕ те ĕнтĕ, юлашки гектарсем çеç юлнă.

Паянхи куна районĕпе 2000 ытла гектар çине тĕш тырă акнă, ку ĕçсем анлă сарăлнă. Тĕллев-ака ĕçĕсене лайăх йĕркелесе кĕске вăхăтра вĕçлесси.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2011
00:00
Поделиться
;