Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй хапхи лартрĕç

Ялта уй хапхисем çукки çынсене чылаях чăрмав кÿрет. Çавăнпах ĕне-выльăх е сурăхсем уялла тухса каясси те пулать. Çак кунсенче ял пуçĕнчи уй хапхине çĕнĕрен туса лартассипе Николай Ермошкин, Иван Васильев, Леонид Никандров чунтан тимлерĕç. Вĕсен ырă ĕçĕ пурне те хавхалантарчĕ. Çитес вăхăтра Торпкасси ялне тухакан çулăн икĕ айккипе карта тытасшăн. Уй хапхи туса лартма та ĕмĕтленеççĕ. Çав ĕçе пурнăçлама ял халăхĕнчен пулăшу кĕтеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 мая 2011
00:00
Поделиться
;