Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хайсен ентешне манмаççĕ

Олег Прокопьев 1963 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче çуралнă. 1982 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна Совет Çарне илеççĕ. 1984 çулта Олег  хĕсметре тăракан çар чаçне Афганистана куçараççĕ. Пĕр хĕрÿ çапăçура Ишпарайкка çамрăкĕ йывăр аманать, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлать. Тăван çершыв умĕнчи  тивĕçре чыслăн пурнăçланăшăн вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Салтака  Сурăмпуç Шĕмшеш масарĕнче пытарнă. Ял çыннисем, пĕрле çапăçнă юлташĕсем паттăр салтака манмаççĕ, кашни çулах совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун ăна пытарнă çăва çине пухăнаççĕ.

Кăçал  та çаплах пулчĕ. Хальхинче масар çине юлташĕсем Олег Николаевич вилнĕ кун пуçтарăнчĕç, унăн хăюлăхĕпе паттăрлăхне асăнчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 мая 2011
00:00
Поделиться
;