Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕтĕм тĕнче манăн килĕ

Пĕтĕм тĕнче  манăн килĕ?

Çакăн пек ятпа иртнĕ районти шкул ачисен экологи роликĕсен конкрсĕ. Ăна  ачасемпе çамрăксен  пултарулăхĕн центрĕ йĕркеленĕ. Конкурсра Юнтапа, Питĕшкасси, Карачура шкулĕсенче вĕренекенсем питех те пултаруллă пулнă.

Çивĕч те интереслĕ тупăшура Карачура шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Павел Ферапонтов пĕрремĕш вырăна тухнă (класс ертÿçи- А.Иванов). Иккĕмĕш вырăнта – Юнтапа шкулĕнчи 8-мĕш класри Виктор Миронов (ертÿçи – С.Мукина). Виççĕмĕш вырăна Питĕшкасси шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Никита Ефремов йышăннă (ертÿçи- Т.Сергеева).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 мая 2011
00:00
Поделиться
;