Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей- илем енĕпе – смотр -конкурс

Çу уăйăхĕнче районти ялсене çуп-çапран, ытти ăпăр-тапăртан тасатассипе смотр-конкурс пуçланчĕ. Вăл утă уйăхĕнче вĕçленет.

Смотр-конкурс тăватă енпе пырать. Пĕрремĕшĕ –ял тăрăхĕнчи урамсене, кил-çурт территорийĕсене тасатса тирпей-илем кĕртесси. Иккĕмĕшĕ –палăртнă участокра, санитарипе хÿтлĕх зонинче тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçласси, виççĕмĕшĕ – социаллă сфера учрежденийĕн йĕри-тавралăхне тасатасси, тăваттăмĕшĕ – урамсене тирпей-илем кÿресси, пиллĕкмĕшĕ –чечексем лартасси тата кану кĕтесĕсем йĕркелесси.

Смотр -конкурса  пĕтĕмлетме ятарлă комисси туса хунă.

Районти смотр-конкурса хутшăнмашкăн заявкăпа пĕрле фотоĕçсем, слайдсем, ăнлантару хучĕсем тăратмалла. Вĕсене ĕçлев комиссийĕ пăхса тухать. Ку фотоĕçĕсемпе слайдсене утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен электронпа е хут çине кăларса памалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 мая 2011
00:00
Поделиться
;