Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье ансамблĕ сцена çине тухса тĕлĕнтерет

Пÿлĕмре илемлĕ чăваш юрри илтĕнет. Мăн Вылри культурăпа кану центрĕнче черетлĕ репетици пырать, кунта концерта хатĕрленеççĕ.

Нумаях пулмасть-ха мăнвылсем Элĕкре хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ивановсем çемье ансамблĕ  чăваш юрри-ташшипе сцена çине тухса пурне те тĕлĕнтернĕ. Кăçал пулса иртекен Республика кунĕ валли  Ивановсем юрри-ташшисене суйласа илнĕ.

Палах, кун пек çитенÿ тар тăкмасăр, ĕçлемесĕр пулмасть. Ансамбль пурĕ вун пĕр çынтан  тăрать. Кунта вăтам çулхисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те пур. Ушкăнра пурте пĕр тăвансем. Тĕслĕхрен, Ивановсен ачисем мĕн пĕчĕкренпех сценăна хăнăхнă. Шкул çулне çитичченех ялти клуб сцени çинче илемлĕ юрă шăрантарнă, тĕрлĕ халăх ташшисемпе чуна тыткăнланă. Аслă хĕрĕ Аня шкулти, районти тата республика шайĕнчи конкурссене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене  çĕнсе илнĕ. Шкулта ăс пухнă чухне «Сатлай» фольклор кружокне çÿресе ăçта кăна çитсе курман-ши тата; Алена та кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне фольклор юррисемпе кăсăкланнă. Халĕ вара Ивановсен шкулта пĕлÿ илекен Софийăпа Степа аслисен пултарулăхне малалла тăсаççĕ. Вĕсем те ачаранах сцена çинче ÿснĕ, юрă-кĕвĕ тĕнчипе пĕчĕклех туслашнă. Пĕтĕм пултарулăх ачисене амăшенчен куçнă тесен те йăнăш пулмĕ. Альбина Анатольевна çамрăк чухне юрра-ташша килĕштернĕ. Ачисене те илемлĕх тĕнчине юратма вĕрентнĕ. Пултаруллă хĕрарăм, ялта культура çурчĕ пур вăхăтра, ял  халăхне тĕрлĕ мероприятисемпе савăнтарнă, спектакльсем, концертсем час-часах йĕркеленĕ. Культурăпа кану центрĕнче те халĕ А.Иванова тăтăшах мероприятисем  ирттерет. Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен С.Терентьев купăсçă та ушкăна самаях пулăшу кÿрет.

Сăмах май каласан, Ивановсен çемье ансамлĕ нумай çул каяллах  йĕркеленнĕ. Йыш çулсерен пысăкланнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2011
00:00
Поделиться
;