Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллă коллективсене палăртнă

2011 çул «Театрăн яланах пулмалла» ятпа республикăри фестиваль-конкрс иртнипе палăрса тăрать. Пултарулăх ăмăртăвĕнче пин ытла артист хутшăннă.

Кăçалхи февральтен пуçласа май уйăхĕччен фестиваль хутшăнакансене суйласа илессипе ĕçлерĕ. Чи пултаруллисем Элĕкри культурăпа кану центрĕнче майăн 15-мĕшĕнче сцена çине тухрĕç. «Чи лайăх коллектив» номинацире аслисем хушшинче çĕнтернĕшĕн 1-мĕш степеньлĕ диплома Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи халăх театрĕ «Айдар» спектакле кăтартнăшăн (Инна Афанасьева режиссер) тата Çĕмĕрле хулинчи култьура керменĕнчи «Восход» халăх театрĕ «Конек-горбунок» спектакле (Надежда Хуморова режиссер) лартнăшăн тивĕçлĕ пулчĕç. Фестивальте пĕчĕккисен коллективĕсем те палăрчĕç. Хитре вулакансем хăйсен пултарулăхне аслисемпе танах çутатса пама пултарчĕç. Элĕк район чысне Изванка ялĕн клубĕнчи кружока çÿрекен Евгений Свистков ăста хÿтĕлерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2011
00:00
Поделиться
;