Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Виçĕ кунри тĕрлĕ тĕрĕслев

«Зарница» тата «Орленок» çарпа  спорт вăййисем ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ытлари кун Смородино вăрманĕнче  çамрăк армеецсен вăйăисем уçăлчĕç. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев, ДОСАФ ертÿçи В.Казаков, Чăваш Республикинчи çар ĕç комиссариачĕн Элĕкпе Муркаш районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Андреев тата ыттисем саламларĕç, армеецсене шкул чысне тивĕçлĕ шайра хÿтелеме сĕнчĕç. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем ялав çĕклерçĕ.

Çамрăк армеецсем стройпа утса тухрĕç. Хыççăн конкурссемпе вăйăсем пурнăçланчĕç. Кашнине тĕрлĕ тĕрĕслев кĕтрĕ.

Финалти вăйăсен программине йышлă ăмăртусемпе конкрсем кĕртне. Пултарулăх, теории, çарпа спорт блокĕсенче ачасен тем тĕрлĕ ăсталăхне те кăтартма тиврĕ: пневматикăллă винтовкăран тĕл пеме, пушарпа кĕрешме, велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнма тата ытти те.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2011
00:00
Поделиться
;