Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Янкурассем аллея уçрĕç

Янкурас ялĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсен ячĕпе тахçанах асăну аллейи уçма шутланăччĕ. Халĕ мĕн ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Нумаях пулмасть, ял çыннисем çăваран инçех мар автоçул хĕррипе аллея йĕркелерĕç, чăрăшсем лартрĕç. Пĕтĕмпе 334 калча ешерме тытăнĕ кунта. Ку пархатарлă ĕçре Юрий Васильев, Юрий Ржанов, Радомир Митрофанов уйрăмах палăрчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2011
00:00
Поделиться
;