Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестиваль маншăн чун уççи

Кăçал Элĕк салинче майăн 27-мĕшĕнче «Вирьял шевлисем» пулассине пĕлсен чунтан савăнтăм. Ку фестиваль мана питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен илемлĕ юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклет. Сцена çинче республикăри тĕрлĕ районсенчен килнĕ юрăçсен пултарулăхне курса савăнма май пур. Фестивальте çĕнĕ юрăçсене куратăн. Вĕсенче, паллах, чăваш эстрадин аталанăвĕ. «Вирьял шевлисем» фестивале пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе йĕркелесе яни аван палăрать. Талант пуррисен вара хăйсене малалла та аталантармалла. Унта çĕнĕ композиторсен ĕçĕсем курăнсан питех те аван пулмалла.

Фестиваль çулсерен ырă йĕр хăварать. Кăçал та вăл интереслĕ пуласса шанас килет.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 мая 2011
00:00
Поделиться
;