Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Семеновсен парнисемшĕн ăмăртнă

Мăн Вылăран пĕр тăван Василий, Виктор, Геннадий Семеновсем тухнă. Виççĕшĕ те паллă спортсменсем пулса тăнă.

Мăн Вылă ялĕнче Семеновсене халалласа иртнĕ ăмăртăва элĕксемпе пĕрлех Вăрнар, Канаш, Муркаш, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи 100 ытла çăмăл атлет хутшăннă. Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев, Тĕнче чемпионки, хăвăрт утакансен спорт шкулĕн директорĕ А.Иванова, СССР спорт мастерĕ О.Андреев тата ыттисем те ăшă сăмахсем каланă. Ăмăртусем тăватă ушкăнпа иртнĕ. Элĕксенчен хăвăрт утассипе Марина Федорова, Сергей Николаев, Елена Герасимова, Сергей Иванов тĕрлĕ дистанцире палăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 мая 2011
00:00
Поделиться
;