Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

Пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов пулнă. Вăл çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Сергей Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Читнаевпа тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçипе Анатолий Прохоровпа пĕрле темиçе хуçалăха çитнĕ.

Чи малтанах вĕсем «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулнă. Чăвашсурăмсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуринчен малтан пуçăннă. Кунта тĕш тырă туса илессипе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çурхи культурăсене 439 гектар çине акса-лартса хăварнă. Хальхи вăхăтра кукуруза акаççĕ.

Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче 160 гектар чухлĕ çĕр улми лартнă, тĕш тырăсене 70 гектар çине акнă, кăшман – 5 гектар, кишĕр те çавăн чухлех. Каярах çитĕнекен купăста 8 гектар йышăнать, хăяр – 3 гектар. Пахча çимĕçе Италире туса кăларнă пысăк пахалăхлă сеялкăпа акаççĕ.

Сергей Волков – «иккĕмĕш çăкăра» лартса çитĕнтерекен чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри. Вăл ку енĕпе хальхи вăхăтри çĕнĕ технологисене алла илнĕ, çавăнпа ĕçĕ те ăнăçлă пырать. Çĕр улми лартмашкăн импорт техникине те туянать, «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне те çулсерен ÿстерет.

Сергей Павлов «Рабия» тата «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăсене те çитсе курнă. Çурхи ĕçсем ку хуçалăхсенче те лайăх пыраççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов ака ĕçĕсен технологине еплерех пурнăçласа пынипе, уй-хир ĕçĕсене хутшăнакансен ĕç условийĕсемпе кăсăкланнă. Министр ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен ĕçне тивĕçлĕ хак панă, усăллă канашсем сĕннĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 мая 2011
00:00
Поделиться
;