Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутат – Юнтапа тăрăхĕнче

Çак кунсенче Элĕк районĕнче РФ Патшалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн Председателĕ Константин Косачев ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

К.Косачевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев чи малтанах «Алмаз» общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Г.Денисов ертÿçĕ каланă тăрăх, машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланса пырать. Кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне вăхăтра татса панă – механизаторсем çителĕклĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Çĕр улми те лартнă. Депутат Юнтапари çемье тухтăрĕн офисне те кĕрсе курчĕ. Пĕлтĕр хута кайнă уйрăм ял çыннисен пурнăçне палăрмаллах улăштарнă. Халĕ чылай чир-чĕре вырăнтах сиплеççĕ, анализсем тăваççĕ. Элĕк райповĕн Юнтапари суту-илÿ центрне кĕрсен К.Косачев депутата вырăнта кăларнă çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсен хакĕ пысăк марри тĕлĕнтерчĕ. Ăна лавккара таварсен ассортименчĕ пуян пулни те кăмăла кайрĕ.

Юнтапари культурăпа кану çуртне кĕрсен библиотека алăкне уçса шала иртрĕ. Кунти илемлĕх тыткăнланине пытармарĕ. Вулакансен йышĕпе интересленчĕ. Библиотекăна кĕнекесен пуххине парнелерĕ. Культурăпа кану çурчĕн ĕçĕпе паллашнă хыççăн Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçрĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Константин Косачев хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Енпе тачă çыхăннине палăртрĕ. Вăл республикăри районсенче час-часах пулать, çынсен пурнăçĕпе интересленет, вĕсене хумхантаракан ыйтусене шута илет, май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшать. «Ялăн чĕрĕлмелле», – терĕ депутат. Акă çамрăк çемьесемпе яллă вырăнти çамрăк специалистсем валли çирĕплетнĕ çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программи пур. «Сывлăх» приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа ырă улшăну сахал мар пулнă. Халăх сывлăхне малалла лайăхлатса пырас ĕçре патшалăх пулăшăвĕ витĕмлĕ. Çĕрпе ĕçлекене те пулăшу параççĕ халĕ. Ялсенче пурăнакансен малашлăха шанмалла. Çитес çултан урамсене те асфальт сарма пуçласшăн.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев ыйтусем çине хуравларĕ, Юнтапа шкулĕнчен вĕренсе тухакансен савăнăçлă линейкине хутшăнчĕ, «Звезда» хуçалăхра пулса курчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 мая 2011
00:00
Поделиться
;