Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллисене – стипенди

Районти шкулсенче пултаруллă та талантлă вĕренекенсене тупса палăртас тата пулăшас тĕллевпе райадминистрацин пуçлăхĕн Л.Читнаевăн ятарлă йышăнăвĕпе ятран тивекен 7 стипенди çирĕплетнĕ. Ăна çаксем тивĕçнĕ: Элĕк шкулĕнчи 10-мĕш класри Юля Семенова, Тавăт шкулĕнчи 10-мĕш класри Елена Герасимова, Элĕк шкулĕнчи 9-мĕш класри Егор Григорьев, Карачура шкулĕнчи 9-мĕш класри Павел Григорьев, Чăваш Сурăм шкулĕнчи 6-мĕш класра пĕлÿ пухакан Александр Васильев, Шĕмшеш шкулĕнчи 10-мĕш класри Виктория Платонова, Мăн Вылă шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Раиса Моисеева.

Асăннă çамрăксем ятран паракан стипендие кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен илсе тăрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 мая 2011
00:00
Поделиться
;