Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Виръял шевлисем» юрăçсене пухнă

Элĕк салинче чăваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи XVI фестивалĕ иртнĕ. Ăна Элĕк район администрацийĕн, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин, республикăри Халăх пултарулăхĕн çурчĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Чăваш эстрада юррисен районти конкурсĕнчен çак шая çĕкленнĕ вăл.

Кăçал асăннă фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчен 24 юрăç хутшăннă. Уява пĕлтĕр Гран-при çĕнсе илнĕ Алина Кудрявцева уçнă. Чăваш эстрада юрăçисем Светлана Печникова, Алексей Московский тата Александр Самсонов та хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.



"Хыпар"
31 мая 2011
00:00
Поделиться
;