Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тырă акса пĕтернĕ

Районти хуçалăхсенче майăн 31-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă культурисене акса пĕтернĕ. Ку ĕçе пĕтĕмпе 5890 гектар (100,2 процент) пурнăçланă.

«Иккĕмĕш çăкăра» 950 гектар (73 процент) лартнă. Çак ĕçе «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче уйрăмах пысăк лаптăк çинче пурнăçланă, çĕр улмие 250 гектар лартма пултарнă. Çавăн пекех С.Волков фермер хуçалăхĕнче 150 гектар, «Исаев» хуçалăхĕнче – 140, В.Узянов хуçалăхĕнче 90 гектар пурнăçланă.

С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче тата «Чăваш Енĕн ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра купăста 5-шер гектар йышăнать.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 июня 2011
00:00
Поделиться
;