Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çынсем çĕнĕлехпе кăмăллă

Элĕк районĕнчи Шĕмшеш салинче видеокамерăсем вырнаçтарнă текен сас-хура таврана хăвăрт сарăлнă. Мĕн хистенĕ ял тăрăхне ку утăма тума; Çак ыйтăвăн хуравне тупма çул тухрăм.

Шĕмшеш ял тăрăхĕ 19 яла пĕрлештерет, 2238 çын пурăнать. Самана таппине туйса утакан Вячеслав Филимонов пуçлăх яланах çĕннине шыранине, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлемме тăрăшнине тÿрех туйса илетĕн. Ахальтен маар урамсенче, кил-çурт таврашĕнче тирпей-илем хуçаланать.

Видеокамерăсене икĕ Урамра вырнаçтарнă. Пĕри – тĕп урам, тепри – соцкультура объекчĕсен çывăхĕнче. Çак ĕçе пурнăçлама çÿлтен никам та хистемен. Вырăнти влаç федерацин 131-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн территорири ĕç-пуçа хăй тĕллĕн йĕркелесе пырать. Пуçаруллă пуçлăхшăн ку меллĕ. Вырăнти лару-тăрăва ял тăрăхĕнчен лайăхрах кам пĕлтĕр; Вячеслав Аркадьевич та кирлĕ вăхăтра татăклă йышăну тăвакан çын.

Çынсене кивĕ çурт-йĕртен хăтлисене куçурмалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Шĕмшешри 18 хваттерлĕ çуртра юсав пуçланнă. Тĕпрен çĕнетмелли çуртра ĕçсем пуçланиччен стройматериал чылай кÿрсе килнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама патшалăх 16 миллион тенкĕ уйăрнă. Каярахпа каçсерен стройкăран материалсем çухалма тытăннă. Ял тăрăхĕн депутачĕсемпе канашланă хыççăн пуçлăх видеокамерăсем вырнаçтарма йышăннă. Хăйсем ĕçлесе илнĕ 40 пин тенкĕпе усă курнă. Усси те тÿрех палăрнă. Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан çĕрлехи вăрра тытнă. Стройкăра ĕçленĕскер «каçхи сунара тухса пурăннă» иккен. Ăна çийĕнчех ĕçрен хăтарнă. Халĕ ыттисем шикленсе тăраççĕ.

Ялти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене те видеокамера «хураллать». Сăмахран, чиркÿ çуртĕнчи пурлăхшăн шиклĕх туйăмĕ çук. Кун пек чиркÿ çурчĕсем пирĕн тăрăхра сайра. 1881 çулта çĕкленĕ чул çурт паянхи кун та тĕрĕс-тĕкел упранса юлнă. 1941 çултан пуçласа 1993 çулччен ĕçлемен. Халĕ щалта юсав пырать, кивĕ турăшсене çĕнетеççĕ. Тĕлĕнмелле, темиçе çул хутман çуртра та стена çине ÿкернĕ турăшсем  упранса юлни тĕлĕнтерет. Чиркÿ Сăваплă Троица ячĕпе уçăлнă.

Тепĕр сăлтав та пур. Вăрттăнлăх мар, юлашки вăхăтра çынсем «симĕс шĕвекпе» туслашни палăрать. Видеокамера вырнаçтарни кунта та ырă йĕр хăварнă. Унччен урам тăрăх тайкаланса утнисем халĕ шикленсе тăраççĕ. Шĕмшешре пурăнакан тĕрлĕ çулти çынсене пĕр ыйтăвах патăм. Хуравĕ пĕр - çĕнĕлĕхе ырлаççĕ. Çамрăксем те хăйсене общество вырăнĕсенче йĕркеллĕ тытма тăрăшни сисĕнет. «Халĕ урам тăрăх кăшкăрса çÿреме те, сăлтавсăр çынпа харкашма та çук. Алă тупанĕ çинчи пек пурăнатпăр», - терĕ 40 çултан иртнĕ арçын.

Шĕмшешри Çамрăксен тата Коммуна урамĕсенче пурăнакансем çак сăлтава пулах ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Тирпей-илем кĕртес ĕçре те видеокамерăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Килти çÿп-çапа урама йăпăр-япăр ывăтаймăн. Кашниех кил-çурт умне тирпейлеме тăрăшать.



"Хыпар"
02 июня 2011
00:00
Поделиться
;