Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çар паттăрĕ ячĕпе - çурхи уяв

Шĕмшеш тăрăхĕнчи Борис Казаков çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă. Паттăра асăнса тата çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа кунта çулсерен йăлана кĕнĕ уяв иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Филимонов уçрĕ. Уява килнисене çавăн пекех Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи хуçалăхсен пуçлăхĕсем те саламларĕç.

Борис Казакова асăнма ятарлă милици отрячĕн салтакĕсем те килнĕ. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăй-халне кăтартрĕç.

Çурхи уявра чăваш эстрадин çăлтăрĕсем – «Асамат» ушкăн тата ыттисем хаваслă концертпа савăнтарчĕç. Çумăр çусах тăчĕ пулин те артистсемпе пĕрле ял çыннисем те юрласа-ташласа савăнчĕç. Ку çеç те мар-ха: яш маттурсем футболла та вылярĕç. Çивĕч тупăшăва 6 команда хутшăнчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июня 2011
00:00
Поделиться
;