Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçчен халăх савăнать, юрă-кĕвĕ янăрать

Шăмат кун район çыннисем Татмăш вăрманĕнче иртекен «Акатуя» пухăнчĕç.

Лавккасемпе буфетсем, уйрăм çынсем ăмăртсах суту-илÿ тăваççĕ. Кăçалхи «Акатуйра» та, ытти çулсенчи пекех, ял тăрăхĕсем ал ĕç пултарулăхне кăтартакан куравсем – «хăна килĕсем» йĕркеленĕ. Кашни хăйне евĕрлĕхпе тыткăнлать.

Уçланкăра илемлĕ кĕвĕ-юрă янăрать. Акă палăртнă вăхăт çитсен район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсемпе предприятисен ертÿçисем сцена çине хăпараççĕ. «Новый путь» тата «Звезда» хуçалăхсен ертÿçисем И.Игнатьевпа В.Константинов ялав çĕклеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхне Л.Читнаева сăмах параççĕ.

– Хисеплĕ Элĕк районĕн ĕçченĕсем! Кăçалхи çураки вăхăтĕнче пĕтĕм вăй-хăвата парса ĕçленĕ, агротехника срокĕсене пăхăнса кĕске вăхăтра çурхи культурăсене акса-лартса хăварма пултарнă хуçалăх ертÿçисене, ял-хуçалăх специалисчĕсене, механизаторсемпе уй-хир ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ калатăп.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5890 гектар çинче акса хăварма пултартăмăр, çĕр улми 2200 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем 177 гектар, пахча-çимĕç 45 гектар лартса хăварнă.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать» – теççĕ халăхра. Çак сăмахсене тĕпе хурса çураки ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа «Новый путь», «Алмаз», «Звезда», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, Владимир Журавлев, Сергей Волков, Геннадий Исаев, Владимир Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем туса ирттерчĕç, – терĕ Леонид Анатольевич. – Асăннă хуçалăхсем ĕçре тунă çитĕнÿсемпе чăннипех савăнма пултараççĕ. «Алмаз» хуçалăхри Павел Евсеев, «Звездари» Борис Александров, Исаев хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Андрей Капаров, Волков хуçалăхĕнчи Юрий Боярин, Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Владимир Васильев, Узянов хуçалăхĕнчи Радомир Митрофанов тата ытти чылай механизаторсем хăйсене шанса панă техникăпа çуракинче 450-650-шар гектар çинче ĕçсем пурнăçлама пултарчĕç.

Кăçал çураки вăхăтĕнче «Звезда», «Новый путь», Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕнĕ техникăпа усă курчĕç, ял-хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем техникăна 28 миллион тенкĕлĕх çĕнетме пултарчĕç.

Хуçалăхсем 5 уйăхра 1578 тонна аш-какай, 9934 тонна сĕт суса илнĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 1708 килограмм сĕт сунă.

Çак ÿсĕмсем, паллах, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пултаруллă та ĕçчен çынсем пулнипе çыхăннă. Çавăнпа та паянхи уявра «Новый путь» хуçалăхри районĕпе чи нумай сĕт суса илекен Мария Тихонова, «Алмазра» Светлана Мешкова, «Новый путь» хуçалăхри сысна пăхнă çĕрте вăй хуракан Светлана Клементьева ĕçченсене чун-чĕререн тав сăмахĕ калас килет.

Хаклă Элĕк районĕн ĕçченĕсем! Ĕçĕрсем малалла та ăнса пыччăр, çемьесенче килĕшÿ пултăр!



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июня 2011
00:00
Поделиться
;